Главная | Регистрация | Вход | RSSСуббота, 19.10.2019, 21:12

МБОУ "Средняя общеобразовательная школа № 43"

Меню сайта
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Чăвашла

нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ

Çĕршыв хÿтĕлевçисене, вĕсен çемйисене çак сумлă уявпа саламлатпăр! Ку уяв — пирĕн халăх мĕнпур ăру салтакĕ умĕнче пуç тайнине, вĕсен паттăрлăхĕпе харсăрлăхне сума сунине кăтартакан пулăм. Тăван çĕршыва юратни пире ... Читать дальше »

Просмотров: 837 | Добавил: admin | Дата: 25.02.2017 | Комментарии (0)

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕ  

«Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ»

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейри пĕт ... Читать дальше »

Просмотров: 380 | Добавил: admin | Дата: 14.02.2017 | Комментарии (0)

нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕ

Пĕтĕм Раççейри массăллă оборона тата спорт уйăхлăхне халалласа кашни хулапа районтах, уйрăмах вĕренÿ заведенийĕсенче, халĕ çарпа спорт вăййисем, паттăрлăх урокĕсемпе асăну каçĕсем, мухтавлă çынсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Шупашкарти 43-мĕш шкулта 3А класра вĕренекенсем «Сыны Отечества» ятлă музейра пулса курчĕç. Марина Валентиновна экскурсовод ачасене Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чи паллă çапăçус ... Читать дальше »

Просмотров: 280 | Добавил: admin | Дата: 03.02.2017 | Комментарии (0)

нарăс уйăхĕн 2 -мĕшĕ

Пĕтĕм Раççейри массăллă оборона тата спорт уйăхлăхне халалласа нарăс уйăхĕн 2–мĕшĕнче Шупашкарти  43–мĕш шкулта хоккейла выляссипе ăмăрту иртрĕ. Шкул пăрĕ çинче „ Буйволы” (43-мĕш шкул)  тата „Викинги” (33-мĕш шкул) командăсем тĕл пулчĕç.  Çивĕч кĕрешÿ «Викинги» ушкăн  çĕнтернипе вĕçленчĕ. Пирĕн шкул команди те маттур вылярĕ. Эпир хамăр шкул хоккеисчĕсемпе чăнах та мухтанма пултаратпăр.

Просмотров: 218 | Добавил: admin | Дата: 03.02.2017 | Комментарии (0)

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти 43-мĕш шкулта интереслĕ те тухăçлă тĕл пулу иртрĕ. 10 сехетрен пуçласа 12 сехет çурăччен пулас  пĕрремĕш класс ачисен ашшĕ-амăшĕсем  шкулпа паллашрĕç, кĕçĕн  класс  вĕрентекенĕсен  уçă урокĕсенче пулса курчĕç. Акт залĕнче иртнĕ  пухура шкул ертÿçи Петрова Л.Л. ачасен ашшĕ-амăшне шкул пурнăçĕ  çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ, 1-мĕш класа çырăнмалли йĕрке çинчен каласа пачĕ.          

       Шкул администрацийĕ çак мероприятие хутшăнакансене тав сăмахĕ калать. Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  43-мĕш шкул пулас пĕрремĕш класс ачисене çитес вĕренÿ çулĕнче хапăл туса кĕтсе илĕ!

Просмотров: 630 | Добавил: admin | Дата: 23.01.2017 | Комментарии (0)

Пулас  пĕрремĕш классен ашшĕ-амăшĕсем валли хатĕрленĕ Уçă алăксен кунĕн планĕ

Шупашкар хулин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 43-мĕш шкулти пулас  пĕрремĕш классен ашшĕ-амăшĕсем валли хатĕрленĕ Уçă алăксен кунĕн планĕ

Палăртнă кун:  21.01.2017

Палăртнă вăхăт: 10:00 – 12:30

... Читать дальше »
Просмотров: 309 | Добавил: admin | Дата: 18.01.2017 | Комментарии (0)

Шупашкар хулин шкулĕсенче вĕренекен  уйрăмах пултаруллă та талантлă 70 çамрăк Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн стипендине илме тивĕç пулчĕ. Конкурса 100 ытла ача хутшăнчĕ. Комисси ачасен портфолионе пăхса тухнă хыççăн 100 ачаран  чи пултаруллă, чи хастар 70 ачана суйласа илнĕ. Асăннă  стипендие вӗренӳре, тӗпчев ӗҫӗнче, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра пысăк ҫитӗнӳсем тунă вĕренекенсене параççĕ. Ҫамрӑксем вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех уйӑхсерен 500 тенкĕ илсе тӑрӗҫ.    

Çак стипендие пирĕн шкул вĕренекенĕ Григорьева Антонина та тивĕç пулчĕ. Эпир маттур хĕре чун-чĕререн саламлатпăр, татах та пысăк çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр!

 

Просмотров: 670 | Добавил: admin | Дата: 12.01.2017 | Комментарии (0)

Вход на сайт
Поиск
Календарь
«  Октябрь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Архив записей
Друзья сайта

Copyright MyCorp © 2019
Сделать бесплатный сайт с uCoz